Чăн-чăн пурнăç çыннисем çинчен

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 21.02.2025, 14:14 Просмотров: 76

Чăваш кĕнеке издательствинче «Çăлкуç» кăларăм пичетленсе тухрĕ. Унăн авторĕ – Владимир Кузьмин. Унта «Çăлкуç» роман, очерксемпе калавсем кĕнĕ. Роман вулакана Шупашкарта промышленность тракторĕсен заводне тунă çулсемпе паллаштарать.

Тракторострой хăй вăхăтĕ-нче Чăваш Енре кăна мар, Совет Союзĕн историйĕнче те питĕ хĕрÿ тапхăр пулнă. Пĕтĕм Союзри ударлă стройкăра вăй-халне шеллемен хастар çынсене В. Кузьмин пурнăç çăлкуçĕн чĕрĕ шывĕпе танлаштарать, çак шухăша вулакан патне витĕмлĕн çитерет.

«Çăлкуç» романра 5-мĕш стройтреста ертсе пынă В. Демин, Р. Томашов парторг, СССР строительство министрĕн çумĕ А. Якубанец, КПСС обком секретарĕ П. Чичикин тата ытти ертÿçĕсем сăнланнă. Романри сăнарсем пÿрнерен ĕмсе, маччана пăхса шухăшласа кăларнă çынсем мар, чăн-чăн пурнăç çыннисемех.

«Шупашкарти трактор заводне тунă çĕрте 5 çул ĕçленĕ май, вĕсем маншăн пурнăç сăнарĕсем пулса тăчĕç. Тракторостройри шавлă та хĕрÿ пурнăç халĕ те куç умĕнчех, халĕ те чун-чĕререх. Тракторострой – Чăваш Ен тата çĕршыв историйĕн чаплă та мухтавлă тапхăрĕ», – çапла палăртать автор хăйĕн хайлавĕ пирки сăмах тухсан.

Кĕнекене кĕртнĕ очерксемпе калавсенче пурнăç çăлкуçĕн теми малалла аталанать, çыравçă этем чун-чĕрипе ĕçĕ-хĕлĕн кĕвĕлĕхĕн хăватне куç умне кăларать. Хайлавсем прозаикăн пултарулăхне хаклама, унăн таланчĕн паха енĕсене палăртма май параççĕ.

В. СТЕПАНОВ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

Праздники