Чăвашри ĕнесем

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 28.02.2025, 15:40 Просмотров: 412

Талăкра 74,9 килограмм сĕт паракан ĕне пур-и? Пур! Чăваш Енрех. Ăна Ласка тесе чĕнеççĕ, вăл 7 çулта.

Ласка Шупашкар муниципалитет округĕнчи «Чебомилк» предприятире пурăнать. Вăл 305 кунра ?пăрулас умĕн суман вăхăта шута илмесен% 17924 килограмм сĕт панă. Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çак кăтартăва çĕнсе илме регионти селекци пулăшнă. Хальхи вăхăтра республикăри ялхуçалăх предприятийĕсенчи пĕтĕм ĕнене искусственнăй майпа пĕтĕçлентереççĕ.

Сăмах май, 2024 çулта республикăра кашни ĕнерен вăтамран 8011 килограмм сĕт суса илнĕ. 2023 çулпа танлаштарсан, ку вăл 8,3 процент нумайрах.

х х х

Элĕк муниципалитет округĕ-нчи Мăн Шĕвĕшри фермăра, «Новый путь» хуçалăхра, ĕнесене робот сăвать.

Сменăра пĕр специалист ĕçлет. Вăл – çамрăк çын, компьютер пĕлекенскер, роботсене ĕçлеттерме шăпах çамрăк специалист кирлĕ те. Ĕне сăвакан робот выльăх сĕт мĕн чухлĕ антарнине, мĕн чухлĕ апат çинине тата вăл хăйне мĕнле туйнине те пĕлсе тăрать. Ĕне вырăнта тăрать, кормушка уçăлать, унта 400-500 грамм витамин сапса параççĕ. Унтан манипулятор тухать, ĕне çиллине çăвать, массаж тăвать. Вара робот ăна сума пуçлать.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники