Çулталăкра пĕрре

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 28.02.2025, 15:44 Просмотров: 431

Чăваш Республикин Ĕçлев министерствин социаллă пулăшу парас енĕпе ĕçлекен центрĕ кăкăр çине çакмалли «Раççейĕн хисеплĕ донорĕ» паллăпа наградăланă 4 620 çынна çулсерен илекен тÿлевпе тивĕçтернĕ, ку тĕллевпе пĕтĕмпе 84 миллион тенкĕ тăкакланă.

Ĕçлев министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, хисеплĕ донорсем обязательнăй медицина страхованин полисĕпе (ОМС) медицина пулăшăвĕпе черетсĕр усă курма, санаторипе курортра сипленме пурăннă тата ĕçленĕ вырăнта çăмăллăхлă путевкăсене чи малтан туянма, çулсерен паракан тÿлевлĕ отпускпа çулталăкăн хуть те хăш вăхăтĕнче усă курма пултараççĕ.

Çавăн пекех вĕсем çулталăкра пĕр хутчен укçан уйăрса паракан тÿлевпе усă кураççĕ. 2025 çулта унăн виçи 18 пин те 207 тенкĕ те 64 пуспа танлашать.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники