«Капкăн» журнал – 100 çулта

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 14.03.2025, 15:26 Просмотров: 61

Капкан

1925 çулхи мартăн 16-мĕшĕнче Чăваш Енре «Капкăн» журналăн пĕрремĕш номерĕ пичетленсе тухнă. Вăл регионăн культурăпа общество пурнăçĕнче паллă кунсенчен пĕри шутланать. Чăвашсен кулăш журналне кăларма пуçлани ун чухнехи вăхăтпа килĕшсе тăнă: вулакансене кулăшсем пичетлесе култарнипе пĕрлех обществăн кивелсе пыракан йăли-йĕркине питленĕ, социализмлă çĕнĕ общество тума пулăшнă.

Çак журнала 1924 çул вĕçленеспех хатĕрлеме тытăннă, шăпах çавăн чухне партин Чăваш Республикинчи обкомĕ облаçри «Канаш» хаçатпа пĕрле шÿтлĕ пысăках мар кăларăм пичетлеме ирĕк панă. Унтанпа темиçе уйăх иртнĕ, 1925 çулхи мартăн çурри тĕлне çеç материалсене пухса çитернĕ, вара мĕнле ят парасси пирки шухăшлама пуçланă. Шăпах çак ыйтăва сÿтсе явнă вăхăтра редакцине хулĕ айне капкăн хĕстернĕ артист пырса кĕнĕ. Çакна курсан, журналистсенчен пĕри «Капкăн!» тесе кăшкăрса янă. Ку ят пурне те килĕшнĕ, çĕнĕ кăларăма кивĕ тĕнчен йĕркисене питлеме хатĕрлеççĕ-çке.

Чăвашсен кулăш журналне кăларма тытăнсан унта темиçе автор кăна шутланнă. Хăшпĕр номерсене пичетлеме фельетонсем çыракан 2-3 çын çеç хутшăннă, çавăнпа редакци коллективĕн чылай тăрăшма, çĕнĕ сăмах ăстисене шырама тивнĕ. Ку енĕпе хастар ĕçлекенсенчен пĕри чăвашсен тава тивĕçлĕ писателĕ, кулăш ăсти Иван Мучи (И.И. Илларионов) пулнă. Укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен хĕсĕкрех пулсан та, журналăн пĕрремĕш номерĕ 6750 экземплярпа пичетленсе тухнă. Малтанлăха вăл пĕр тĕспе кăна тухса тăнă, каярах, уйрăм кăларăм туса хурсан, журнала икĕ тĕспе пичетлеме тытăннă, çавна май унăн ячĕ-сумĕ те ÿснĕ.

1926-1931 çулсенче вăл уйăхне икĕ хутчен, 1932 çултан пуçласа вара кашни уйăхра тухса тăнă. 1933-1934 çулсенче республикăри тăрăшса вăй хуракан ялхуçалăх ĕçченĕсене халалласа «Капкăн» акара», «Капкăн» вырмара» кăларăмсем пичетленнĕ. Журнал страницисенче ашкăнчăксемпе пуçтахсенчен, кахалсенчен, эрех-сăра ĕçекенсенчен тăрăхласа кулнă, çавăн пекех Чăваш çĕршывĕн культуринчи, строительствинчи çĕнĕлĕхсене, çынсен ăнкарулăхĕ ÿснине тата ытти халăхсен пурнăçĕ-пе çыхăннă ыйтусене çутатнă.

1940 çулта кăларăма вăхăтлăха кăларма пăрахнă. Журналистсен пысăк пайне, çав шутра Н. Золотов редактора та репрессиленĕ.

1956 çулхи августăн 1-мĕшĕнче директивлă органсем ирĕк панипе журнала каллех кашни уйăхра 10 пин экземплярлă тиражпа чăвашла кăларма йышăннă. Çак тапхăрта «Капкăн» журнал редакцийĕн штат расписанине тата сметине çирĕплетнĕ. Ун штатĕнче редактор, яваплă секретарь, техника редакторĕ, фельетонист, художник, машинистка, техничка – кирлĕ хутсене вырăна çитерсе паракан пулнă. Çĕнетнĕ журнал редакторĕ пулма П. Александрова çирĕплетнĕ. Кăларăм çĕршывра тата республикăра пулса иртекен тĕп событисем çинчен кăштах тăрăхласа каласа пама тытăннă. Ăна хатĕрлеме Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан авторсемпе корреспондентсем хастар хутшăннă. Вĕсем редакцине кунсерен тенĕ пек пĕр-пĕр хула е ял, колхоз пурнăçĕ çинчен каласа паракан тĕрленчĕксем, карикатурăсем, кулăшла статьясемпе кĕске калавсем яра-яра панă. Çырусем питĕ нумай пулнăран вĕсене ятарласа шута илме тата хуравсем хатĕрлеме тивнĕ. 1956 çулхи августăн 15-мĕшĕнче вара редакци коллегине туса хума лекнĕ. Ун йышĕнче Л. Агаков, И. Алтын-Баш, Н. Никитин, Н. Сверчков, С. Шавли пулнă. 1966-1992 çулсенче «Капкăн библиотеки» ятарлă кăларăм пичетлеме пуçланă.

1970 çул тĕлне журнал халăх хушшинче питĕ анлă сарăлнă, 70 пине яхăн тиражпа тухса тăнă. Ăна пурте юратса вуланă. Редакци ку вăхăт тĕлне çамрăк ăрупа тачă çыхăнса ĕçлеме тытăннă. Авторсем кашни уйăхра ачасем валли ятарлă страницăсем пичетлеме пуçланă.

1992 çулхи мартра журнал икĕ чĕлхепе – чăвашла тата вырăсла – пичетленме пуçланă. Çавна май вулакансен йышĕ татах та ÿснĕ. 2004 çултанпа вăл «Хыпар» Издательство çуртĕнче пичетленнĕ, 2007 çултанпа – «Хресчен сасси» Издательство çуртĕнче. 2017 çулта журнала хупнă.

«Капкăнра» талантлă авторсемпе художниксем хăйсен пĕрремĕш утăмĕсене тунă, вулакансем те унпа хаваспах туслашнă. Ăна халăх чăннипех те юратнă. Журналта паллă чăваш поэчĕсемпе писателĕсем хăйсен пурнăçри вырăнне тупнă: Я. Ухсай, А. Алга, Л. Агаков, Н. Ильбеков тата ыттисем те. Вĕсем унта ăсталăхне туптанă, асра юлмалли произведенисем çырнă. Кулăш ăстисем А. Галкин, А.Кăлкан, А. Эсхель, Г. Ефимов журнала сатирăпа пуянлатнă. А. Быков, Г. Яковлев, Ю. Смирнов, Н. Яковлев, Г. Харлампьев, В. Агеев художниксен питĕ интереслĕ, кулăшла ÿкерчĕкĕсене курса, тĕрленчĕкĕсене вуласа халăх савăннă, кулнă.

Г. ПОТАПОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники