Чăваш Республикинче 19 пин çын ялхуçалăхĕнче вăй хунăшăн пысăклатнă виçепе пенси илет. Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Ен тăрăхĕнчи уйрăмĕ ялхуçалăхĕнче 30 çултан кая мар ĕçленĕ тивĕçлĕ канури пенсионерсене çапла майпа хавхалантарма йышăннă. 2025 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çав тÿлевĕн виçи 2226,93 пуспа танлашать.
Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Ен тăрăхĕнчи уйрăмĕ ватлăха кура е инвалид тесе йышăннă хыççăн страховани пенсийĕ илекен, яллă вырăнта пурăнакан çынсене çакнашкал тÿлевĕн пысăклатнă виçипе тивĕçтерет. Çавăн пекех ăçта тата мĕнле профессипе ĕçленине шута илеççĕ. Ку тĕлĕшпе Раççей Правительстви çирĕплетнĕ списокра пурĕ 500 специальность. Ун шутĕнче: агроном, пулă ĕрчетекен, тракторист, механизатор, машинăпа ĕне сăвакан ăста, ялхуçалăх машинисене юсакан слесарь. 1992 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен РСФСР территорийĕнчи колхозра, совхозра, хресчен хуçалăхĕнче е ялхуçалăх артелĕнче ĕçленĕ тапхăр хуть те мĕнле специальноçпа е должноçра тăрăшнă пулсан та ялхуçалăхĕнче вăй хунине çирĕплетекен стажа кĕрет. Çак 30 çулхи стаж шутне ĕçленĕ тапхăра кăна мар, ача пăхнăшăн, отпускра пулнăшăн тата чирленĕшĕн паракан кунсене те кĕртеççĕ. Çавăн пекех ялхуçалăхĕнче ĕçленĕ чухне ятарлă çар операцине хутшăннă вăхăт та унта кĕрет.
Ялта ĕçленĕшĕн ÿстерсе панă пенси укçин виçине гражданин Патшалăх пулăшăвĕн порталĕнче харпăр хăй кабинетĕнче пĕлме пултарать. Ку ыйтупа Раççей Соципаллă фончĕн Чăваш Республики тăрăхĕнчи уйрăмне ятарласа пымалла мар, мĕншĕн тесен пысăклатнă виçене ялта пурăнакансене страховани пенсийĕ çумне тÿрех хушса параççĕ.
Д. МИХОПАРОВА.
Март 2025 |