Çĕнтерÿ кунĕ – чи пысăк пĕлтерĕшлĕ тата асра юлмалли уяв. Ăна ватти-вĕтти чăтайми кĕтет.
Кăçал пирĕн республикăра майăн 9-мĕшĕнче Çĕнтерÿ парадне ирттерме палăртса хунă. Çĕнтерÿ парадне Чăваш Республикин çар ĕç комиссариачĕ йĕркелесе ирттерĕ. Унта Шупашкарти гарнизонăн пĕрлештернĕ полкĕ хутшăнать, ятарлă техникăна илсе тухать. Кун пирки Чăваш Ен правительствин пресс-служби пĕлтерет.
Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланă уява Шупашкарта кăна мар, республикăри мĕнпур округра йĕркелĕç. Муниципалитетсене çавăн пекех концертсемпе пĕрле Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланă ытти мероприятисем те ирттерме сĕннĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Пресс-службипе протокол управленийĕ.
Март 2025 |