Куславккари «Атăл» спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ Надежда Никонова «Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
Çак наградăна пултаруллă педагога Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Ен Спорт министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕнче панă. Унта вăл удостоверенипе пĕрле кăкăр çине çакмалли паллăна çакса янă.
Надежда Леонидовна физкультурăпа спорт сферинче 24 çул тăрăшать. Хамăр хулари «Атăл» спорт шкулĕнче вара 15 çул çăмăл атлетикăпа тренер - преподаватель пулса ĕçлет.
Надежда Леонидовнăна сумлă награда илнĕ ятпа ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, çĕнĕ çитĕнÿсемпе ăнăçусем тума сунатпăр!
О. МИХАЙЛОВА.
Апрель 2025 |