Ÿкерчĕксен конкурсĕнче

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 11.04.2025, 15:38 Просмотров: 123

Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерстви «Çул çитменнисемпе ĕçлекен инспектор – ачасен куçĕпе» ача-пăча ÿкерчĕкĕсен конкурсне ирттернĕ.

Конкурса çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенисем тата правăна пăсакан çул çитмен ачасене вăхăтлăх вырнаçтармалли центра йĕркеленĕренпе 90 çул çитнине халалланă. Унта республикăн тĕрлĕ хулипе округĕнчен пĕтĕмпе 40 ĕç тăратнă. Онлайн сасăлава хутшăнтарма жюри 20 ĕç суйласа илнĕ.

Чыслав шалти ĕçсен органĕсен музейĕнче иртнĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем виçĕ ÿсĕм категорийĕ-нче тупăшнă. Палăртма кăмăллă, 9-11 çулсенчи ачасем хушшинче Куславккари Милена Бекенеева 3-мĕш вырăн йышăннă.

Чи лайăх ĕçсем Раççей Шалти Ĕçсен мнистерствин уяв куравне хутшăнĕç.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники