Апрелĕн 25-мĕшĕнче Раççейре, çав шутра Чăваш Республикинче те, «Асра юлмашкăн пĕлмелле» девизпа килĕшÿллĕн «Çĕнтерÿ диктанчĕ» акци иртет. Кăçалхипе вăл çиччĕмĕш хут пулĕ.
Диктант çырнă чухне пĕлÿ шайне тĕрĕслени чи пĕлтерĕшли мар. Чи кирли – историе асра тытни. Акцине хутшăнакансен пĕтĕмпе 30 ыйту çине хуравламалла пулать. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ – хамăр регионпа çыхăннисем.
Чăваш Республикинче çав кун кăмăл тăвакансем 600 ытла вырăнта (вĕренÿ заведенийĕсенче, библиотекăсенче, культура çурчĕсенче, тĕрлĕ йышши предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче тата ытти çĕрте те) диктант çырма пултарĕç.
Малтанлăха палăртнă тăрăх, çак акцине 20 пине яхăн çын хутшăнĕ.
Апрель 2025 |