Чăваш Енри ялхуçалăх ĕçченĕсем уй-хирти çурхи ĕçсене тытăннă май кĕрхи культурăсен, нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕсене минераллă удобренисемпе апатлантараççĕ, уйсене сÿрелеççĕ тата культиваци тăваççĕ.
Улатăр, Патăръел, Вăрнар, Канаш, Куславкка, Комсомольски тата Пăрачкав округĕсенче хĕрсех çурхи культурăсем акаççĕ. Кунсăр пуçне тата Улатăр округĕнче пăрçа йышши тата выльăх апачлĕх культурăсем акма тытăннă, Патăръелти хуçалăхсенче – вăрăллă сухан, Вăрнарпа Елчĕк округĕсенче – выльăх апачлĕх культурăсем.
Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев аграрисене пулăшма кирлине палăртнă май кăçал çуракине шутлă кунсенче тата пахалăхлă ирттерсе яма 900 миллион тенкĕ уйăрни çинчен пĕлтернĕ.
«Хамăрăн çĕрĕçченĕсем тăрăшса вăй хунипе тата патшалăх пур енĕпе те пулăшнипе эпир питĕ лайăх кăтартусем тума пултарăпăр», – тенĕ регион ертÿçи.
Апрель 2025 |