Ăннă та ăнман кун

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 18.04.2025, 15:33 Просмотров: 754

12155845

Пурнăçра пĕр харăсах ăннă та ăнман кун пулаять-и? Паллах, пулать! Ĕненмесен Владимир Степановăн «Ăннă та ăнман кун» кĕнекине алла тытма сĕнетĕп. Вăл Виталикпа Толик, Владикпа Валерка уйрăлми туссен тата Навуходоносор ятлă лашан çавнашкал пĕр кунĕпе паллаштарать. Аслă классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ кăларăм кăçалхи кăрлач уйăхĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă.

Чăваш Республикин Наци библиотекине поэтсемпе прозаиксем, журналистсемпе критиксем, преподавательсемпе студентсем тата юрăçсем нумай пулмасть çĕнĕ кĕнекен уявне пуçтарăнчĕç. Мероприятие «Чăваш кĕнеки» центрăн ĕçченĕ Татьяна Семенова ертсе пычĕ. Чи малтанах Владимир Степанова «Эткер» фольклор ансамблĕ ?ертÿçи – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Земфира Яковлева% чăваш халăх юррисемпе саламларĕ. Тăван юрă-çемĕ кашнин чун хĕлĕхне çепĕççĕн сĕртĕнчĕ-тĕр.

Владимир Васильевич кĕнеке çинчен калаçнă май хăй çуралса ÿснĕ Патăрьел тăрăхĕнчи Упамсана аса илчĕ. «Пирĕн ял вăрман варринче, пысăк ĕшнере, ларать. Çурçĕр енче – хура вăрман. Улатăр еннелле, кăнтăралла каçсан, хура çĕр пĕтет, хăйăр пуçланать. Калав никĕсĕнче – чăн пулнă истори. Икĕ сехетлĕхе утта кайса килетпĕр тесе çур çĕр иртни пĕрреччен çÿренĕччĕ. Хайлавра çырса кăтартнă пăтăрмахсем витĕр хамăрăн тухма тивнĕччĕ. Лашине пăвансем çисе яраççĕ тата. Ăна тăвармасăр лав тиесси – хăйне евĕр ăсталăх та паттăрлăх», – терĕ çыравçă.

Кĕнеке редакторĕ Ольга Иванова алçырупа хăпартланса ĕçленине пытармарĕ. «Владимир Васильевичăн хăйĕн стилĕ, çырас мелĕ. Темиçе предложени вуласанах ку хайлава вăл шăрçаланине пĕлме пулать. Çыравçă тĕлĕнмелле танлаштарусемпе усă курать, пулăмсене час-часах пысăклатса кăтартма юратать, сăнарĕсем хăйсенчен те, пĕр-пĕринчен те тăрăхласа-йĕплесе илме ăста», – палăртрĕ Ольга Михайловна.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Геронтий Никифоров кĕнекене тĕплĕн тишкерчĕ. «Ача тĕнчине лайăх пĕлет автор. Çутçанталăкпа çыхăнтарса тĕрлĕ пулăма лайăх уçса парать. Ĕçĕн пĕлтерĕшĕ мĕнре-ха/ Вăл ăннинче. Калавра та ачасен ĕçĕ тÿрех мар пулин те, кайран ăнать. Тантăшсем хăйсем валли савăнăç тупаççех. Çак кăларăм паянхи çамрăксене кирлех, мĕншĕн тесен ача ĕçпе çитĕнсе Тăван çĕршыва юрăхлă çын пулать. Ĕç этеме нихăçан та пăсмасть», – пĕтĕмлетрĕ Геронтий Лукиянович.

«Тăван Атăл» журналăн редакторĕ Людмила Сачкова кĕнекене, хăй каланă тăрăх, чунтан савăнса, пурин çинчен манса кайса вуласа тухнă. «Чăн-чăн арçын писатель чĕлхи. Чĕлхен пуянлăхĕ, ытарлăхĕ пур. Вăл сăнарсен характерне уçса парать. Автор приключениллĕ самантсем кĕртсе ярать. Ачасем пĕрре те тĕк тăмаççĕ. Сюжет пĕр такăнмасăр аталанса пырать. Хуплашка та мана питĕ килĕшрĕ», – терĕ Людмила Николаевна.

О. АВСТРИЙСКАЯ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

сегодня