Республикăра ÿсĕрсене, наркомансемпе токсикомансене пулăшу памалли ятарлă уйрăм уçăлнă. Кун пирки апрелĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн телеграм -каналĕнче пĕлтернĕ.
Наркологи диспансерĕ çумĕнче уçăлнă 20 койка-вырăнлă ятарлă уйрăм талăкра 24 сехет хушши ĕçлĕ. Унта илсе пынă граждансем хăйсене йĕркене кĕртме, сывлăхне тĕрĕслеттерме тата пĕрремĕш пулăшу илме пултараççĕ. Кунсăр пуçне тата ятарлă уйрăм профилактика ĕçне те пысăк тимлĕх уйăрĕ. Уйрăммăн илсен, специалистсем пациентсене алкоголь организма сиен кÿни çинчен ăнлантарса парĕç.
«Тĕп тивĕç – Чăваш Республикинче пурăнакан кашни çын пурнăçĕпе сывлăхне упраса хăварасси», – тесе палăртнă Олег Николаев.
Апрель 2025 |