«Вăрçă ачисене» – удостоверени

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 25.04.2025, 15:33 Просмотров: 46

f013475a606eb726ec7e66089405058e o

Республикăра «Вăрçă ачисем» категорие тивĕçнĕ граждансене ятарлă удостоверени илме кирли çинчен пĕлтерессине аван йĕркеленĕ.

Куславккари халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центр специалисчĕсем ку енĕпе уйрăмах лайăх ĕçленине палăртмалла. Асăннă удостоверение 1927 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи сентябрĕн 3-мĕшĕнче Совет Союзĕнче çуралнă тата Чăваш Республикин территорийĕнче пурăннă граждансен вырăнти социаллă хÿтлĕх пайĕсенче илме пулать.

«Вăрçă ачи» ят пани – питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ утăм. Вăл Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕ-сенче çуралнă ачасене хисепленине тата тивĕçлипе сума сунине пĕлтерет. Паян кунчченех вĕсем хăйсен ачалăхне куççулĕ витĕр аса илеççĕ, мĕншĕн тесен хаяр вăрçă çулĕсем чĕрисенче тарăн йĕр хăварнă, хăйсен çывăх çыннисене çухатнипе пĕрлех çав ачасем выçлăха, мĕнпур йывăрлăха пĕчĕккĕллех тÿссе ирттернĕ. «Вăрçă ачи» удостоверени граждансен çак категорине общество хисепе хунине çирĕ-плетсе парать.

«Граждансенчен нумайăшĕ, уйрăмах ватлăх çулĕсене çитнисем, хăйсен прависем тата мĕнле пулăшăва тивĕçли çинчен пĕлсех каймасть. Çавăнпа пирĕн тĕллев – «Вăрçă ачи» категорие тивĕçнĕ çынсене вăйра тăракан пулăшу мерисем пирки каласа ăнлантарасси, вĕсене хăйсен прависемпе усă курма пулăшасси», – тет социаллă ĕçпе ĕçлекен специалист Ольга Зайцева.

Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерстви.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники