Медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ çÿллĕ шайра

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 25.04.2025, 15:34 Просмотров: 49

Чăваш Ен Сывлăх сыхлавĕн министерствинче юлашки 5 çулта ĕçленине пĕтĕмлетнĕ. Çавна май ку сферăра чылай ырă улшăну пулса иртнине палăртнă.

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пулăшса пынипе тата наци проекчĕсене пурнăçа кĕртнипе медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ ÿснĕ, çак пулăшупа пурте усă курма тытăннă. Сывлăх сыхлавĕн объекчĕсене тума тата юсама Куславкка муниципалитет округĕнче 160 миллиона яхăн укçа-тенкĕ уйăрнă.

Юлашки 5 çулта Куснар, Пăрмас, Кунер, Пилешкасси, Чашлама, Кивĕ Тĕрлемес, Криуш ялĕсенче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем туса лартнă. Елчĕкри тата Тĕрлемесри тухтăрсен амбулаторийĕсене, Куславккара поликлиникăна, ача-пăча консультацийĕн çуртне, хирургипе терапи уйрăмĕсен стационарне, районти тĕп больницăн прачечнăйне, пищеблокне тĕпрен юсанă, çĕнĕ сĕтел-пукан туяннă.

Куславкка районĕнчи И.Е.Виноградов ячĕллĕ тĕп больницăна ПАЗ автобус çине вырнаçтарнă куçса çÿрекен фельдшерпа акушер пункчĕ- пе, васкавлă пулăшăвăн 3 машинипе тата 3 çăмăл автомашинăпа тивĕçтернĕ. Больница территорийĕнче судпа медицина экспертизин уйрăмĕн çуртне туса лартнă.

Социаллă пулăшупа çыхăннă мерăсене вăйлатнипе сывлăх сыхлав учрежденийĕсене квалификациллĕ кадрсем ĕçлеме килнĕ. Куславкка районĕнчи тĕп больницăн штачĕ çамрăк специалистсемпе пуянланать: «Земство тухтăрĕ» тата «Земство фельдшерĕ» программăсемпе 12 тухтăрпа 2 фельдшер ĕçе тытăннă. Тĕллевлĕ вĕренсе пĕтернĕ хыççăн 6 специалист тăван округа таврăннă. Районти тĕп больницăра халĕ врачсем 92,8 процент, вăтам медицина ĕçченĕсем 96,6 процент чухлĕ пур. Паянхи куна 16 пулас врачпа 5 вăтам медицина ĕçченĕ районта панă направленипе аслă вĕренÿ заведенийĕсенче ятарлă пĕлÿ илеççĕ.

Р. КОВАЛЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники