Черетлĕ 8-мĕш том

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 25.04.2025, 15:36 Просмотров: 54

Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче Ухсай Яккăвĕн «Çырнисен пуххин» черетлĕ 8-мĕш томĕ кун çути курчĕ. Ăна «Тĕрлĕрен» тесе ят панă. Унта чăваш халăх поэчĕн «Акăшкÿл» поэмине, тĕрлĕ çулсенче хаçат-журналта пичетленнĕ статйисемпе очеркĕсене, пичетленмен алçырăвĕсене кĕртнĕ.

Пĕр кĕнекене, паллах, пĕтĕм статйи-очеркне вырнаçтарма май çук, çавăнпа та халиччен хаçат-журналта пичетленнисен ячĕсене список туса панă. Çавăн пекех уйрăм кăларăмсемпе тухнă тата хаçат-журналта, сборниксенче кун çути курнă хайлавсен списокĕсем те пур. Кĕнекене поэт хĕрĕ Ольга Ухсай пухса хатĕрленĕ.

Ухсай Яккăвĕ, хăйне хура тăпра сăвăçи тесе ят панăскер, хире, вăрмана, хуçалăхсене час-часах тухса çÿренĕ, ял халăхĕпе тĕл пулса калаçнă, çутçанталăкри çивĕч ыйтусене курса тăнă. Çавăнпах пулĕ вăл пĕтĕм пултарулăхĕ-нче çутçанталăка упрас, çĕр пулăхне ÿстерес ыйтусене анлăн çĕкленĕ, этем пурнăçĕ пĕтĕмпех çĕртен-шывран килнине «Кĕлпук мучи», «Шурă хурăнпа калаçни» поэмăсенче, «Акăшкÿл», «Ту урлă çул», «Çĕр» романĕсенче, тĕрлĕ статйисемпе хайлавĕсенче тарăннăн кăтартса панă. Ку кĕнекери хайлавсем те пĕтĕмпех тенĕ пек çĕр темипе çыхăннă. Уйрăмах «Думы о земле» пайри статьясенче çивĕч ыйтусем хускатнă.

Кăларăм вулакансен кăмăлне каясса шанатпăр.

А. МАЙОРОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники