Узбекистана – пир-авăр станокĕсем

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 30.04.2025, 10:55 Просмотров: 1002

Чăваш Республики çывăх вăхăтра Узбекистана пир тĕртмелли станоксем ăсатма тытăнать. Кун пирки Олег Николаев хăйĕн телеграм-каналĕнче пĕлтернĕ.

Регион делегацийĕ нумай пулмасть Кашкадарьинск облаçĕнчи çĕвĕ фабрикинче пулса курнă. Шăпах ĕнтĕ унта çĕрмамăкĕнчен тĕртсе тунă пир-авăрĕнчен хатĕр япаласем çĕлеççĕ.

Пирĕн республикăри «Текстильмаш» предприятире арланă çиппе ĕçлемелли пир-авăр станокĕсем туса кăлараççĕ. Вĕсем Узбекистанри пир-авăр промышленноçне çĕнетме пулăшĕç. Кунсăр пуçне тата ют çĕршывра курса паллашнă производство хăвачĕсем те Чăваш Енре çакнашкал проектсене ĕçе кĕртме май пама пултараççĕ.

Н. УВАРОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Праздники