Куславккасенчен чи маттуррисем

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 27.06.2025, 12:48 Просмотров: 33

photo 2025 06 24 22 06 27

Чăваш Республикин Кунĕнче Шупашкарта регионсем хушшинчи «Эпĕ – хĕрарăм» V конкурса пĕтĕмлетрĕç. Пирĕн илемлĕ хĕрарăмсене уяв ячĕпе регион Пуçлăхĕ Олег Николаев ăшшăн саламларĕ.

Кăçал конкурса хутшăнма кăмăл пуррине çирĕплетсе 2187 хĕрпе хĕрарăм хăйсен видео материалĕ-сене ярса панă, çав шутра 37-ĕшĕ – Куславкка округĕнчен. Вĕсенчен иккĕшĕ награда илме тивĕçлĕ пулчĕ.

Куснарта пурăнакан 100 çулхи Валентина Челышева çак конкурса «Кĕмĕл çул ÿсĕмĕ – Раççей мухтавĕ» номинацире хутшăнчĕ. Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева пуринчен те ватă çынна «Çĕршыв хĕрĕсене» асăнмалăх медальпе наградăларĕ.

«Сывлăх сыхлавĕнче» номинацире пирĕн районти И.Е. Виноградов ячĕллĕ тĕп больницăра пĕтĕмĕшле практика врачĕ пулса ĕçлекен Екатерина Кудряшова çĕнтерчĕ. Сасăлав вăхăтĕнче Екатерина Николаевнан видео материалĕшĕн 904 çын хăйсен сассисене панă.

Çак мероприятие хутшăннисене çавăн пекех Раççей халăх артисчĕ Дмитрий Певцов саламларĕ, чун-чĕрене ăшăтакан юрăсем шăрантарчĕ.

О. МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники