2025 çулта пурнăçламалли ĕçсен графикĕпе килĕшÿллĕн кăçал майăн 5-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 11-мĕшĕччен Россельхознадзорăн Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕ тăрăхĕнчи управленийĕн специалисчĕсем пирĕн регион территорийĕнчи выльăхсене Çĕпĕр чирĕпе вилнĕ хыççăн пытарнă вырăнсене тĕрĕсленĕ. Вĕсем республикăри 52 мур картине тата килти чĕрчуна чавса чикнĕ, анчах маларах асăннă чирпе чирлесе вилнине çирĕплетмен 1 шăтăка çитсе курнă.
Етĕрне, Комсомольски тата Елчĕк округĕсенче вырнаçнă çăвасем çинче «Выльăх масарĕ. Çĕпĕр язви» тесе çырнă асăрхаттару паллисем тата территорисен хапхисем çинче çăрасем пулман. Çакă вара вилнĕ выльăхсене чавса чикнĕ вырăнсем Раççей Ялхуçалăх министерстви 2024 çулхи декабрĕн 11-мĕшĕнче вĕсене пăхса тăрасси, пĕтересси çинчен çирĕплетнĕ çĕнĕ Ветеринари правилисенче асăннă требованисене тивĕçтерменни çинчен калать. Асăннă муниципалитетсен администрацийĕсене тĕрĕслев вăхăтĕ-нче тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтерме хушнă. Хушăва мĕнле пурнăçланине ведомство хăй тĕрĕслесе тăрать.
Россельхознадзор управленийĕ çапла пĕлтерет: 2024 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççейре вилнĕ выльăх-чĕрлĕх валли çĕнĕ çăвасем тума чарнă. Выльăха пытармалли вырăнсене (хăйсен вилĕмĕпе тата Çĕпĕр язвипе чирлесе вилнĕ выльăх-чĕ-рлĕхсĕр пуçне) вĕсемпе усă курнă хыççăн 25 çул хушшинче пĕтерме тивĕçлĕ.
Ветеринарин çĕнĕ правилисем çак чарăну вăя кĕриччен усă курма тытăннă выльăх çăвисене пырса тивеççĕ. Апла-тăк, унашкал объектсене пурне те карта (çÿллĕшĕ 2 метртан кая мар пулмалла) тытса çавăрмалла. Унта кĕмелли хапха çине «Выльăх масарĕ» тесе çырса çакмалла.
Июнь 2025 |