Канашри финанспа экономика колледжĕнче нумай пулмасть перекетлĕхпе инвестицисен фестивалĕн регионти тапхăрĕ иртрĕ. Ку вăл – социаллă проект, унăн тĕллевĕ – укçа-тенкĕ çаврăнăшне йĕркелессипе Раççей халăхĕн пĕлĕвне ÿстерме тата çынсене финанспа тĕрĕс усă курма пулăшасси. Куславкка округĕнчен фестивале Анилинсен çемйи хутшăнчĕ.
Регионти тĕрлĕ кĕтессенчен пынă çемьесем 5 тĕрлĕ тупăшура хăйсем финанспа çыхăннă темăна аван пĕлнине кăтартса пачĕç: перекетлĕхпе тата инвестицисемпе çыхăннă лекцисенче, «Пухăннă укçа тата ăна пухакансем» ятлă ĕçлĕ вăйăра, «Инвестицисем пурин валли те», «Укçа-тенкĕпе пĕлсе усă кур» квизсенче тата «Интерактивлă калькулятор» мастер-класра.
Тĕрлĕ конкурссене пĕтĕмлетнĕ май Андрей, Наталия тата Юлия Анилинсем, ашшĕ, амăшĕ тата хĕрĕ, «Финанс хÿтлĕхĕ» номинацире çĕнтерчĕç. Тивĕçлĕ наградăна вĕсене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн пĕрремĕш заместителĕ – Чăваш Ен финанс министрĕ Михаил Ноздряков тата «Страхлакан компани Росгосстрах» ПАОн Чăваш Республикинчи филиалĕн директорĕ Алексей Пирожков пачĕç.
Анилинсен туслă çемйине приз илнĕ ятпа саламлатпăр, малашне те ăнăçусем тума сунатпăр!
Т. МАНЮКОВА.
Июнь 2025 |