Аталану çулĕпе

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 04.07.2025, 15:51 Просмотров: 62

Республикăри вĕрентÿ институчĕ Шупашкарти ача сачĕ-сенчи педагогсен командипе пĕрле шкул çулне çитмен ачасем валли «Чăваш Енри Аграша çамрăк экологăн çулçÿревĕ» ятарлă кĕнеке хатĕрленĕ.

Çак кунсенче ăна тĕп хулари 7-мĕш ача садĕнче, Улатăр, Патăръел, Вăрнар, Канаш, Куславкка, Çĕрпÿ, Комсомольски округĕсенчи тата Çĕмĕрлери, Çĕнĕ Шупашкарти, Шупашкарти педагогсемпе пĕрле сÿтсе явнă.

Вĕрентÿре тĕл пулакан тĕрлĕ лару-тăрăва семинара хутшăннă воспитательсене «Микроскоп айĕнчи тĕнче» ятпа кăтартса панă. Çакнашкал мастер-классем агролабораторисенче микроскоппа ĕçленĕ чухне тимлĕ тата асăрхануллă пулмалли çинчен аса илтернĕ.

В. СМИРНОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники