Çĕнĕ тухăçа йышăнма хатĕр

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 25.07.2025, 15:35 Просмотров: 36

Шупашкарти элеватора пĕрчĕллĕ культурăсен çĕнĕ тухăçне йышăнма хатĕрлесе çитернĕ.

Чăваш Ен Ялхуçалăх министерствин пресс-службинчен пĕлтернĕ тăрăх, унта юсав ĕçĕсене вĕçленĕ, упрама хуракан тырра тĕрлĕрен хурт-кăпшанкăсем тапăнасран складсемпе пÿлмесене имçамсемпе сиенсĕрлетнĕ, автопарк территорине йĕркене кĕртнĕ, элеваторта ĕçлекенсемпе инструктаж ирттернĕ.

Çак кунсенче предприяти кăçалхи çĕнĕ тухăçа йышăнма хатĕрри çинчен официаллă майпа пĕлтернĕ. Кулленхи ĕçре тĕштырă типĕтмелли техникăна, ăна йышăнмалли тата пушатмалли хатĕрсене, складсене, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене лабораторисенче тĕрĕсленĕ тата виçнĕ чухне паракан сертификатсем çителĕклĕ пулнине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники