Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 08.08.2025, 14:34 Просмотров: 25

i 7 tkyvm4sz

Кăçал çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче республикăри шкулсене 150 пин ытла арçын ачапа хĕрача çÿреме пуçлать, çав йышран 14 пине яхăн - пĕрремĕш класа.

Паянхи куна муниципалитетсенчи тата республикăри комиссисем 707 вĕрентÿ организацийĕнчен 664-ĕшĕнче пулса курнă, тĕрĕсленĕ. Июлĕн 29-мĕшĕнче пуçланнă тĕрĕслев Чăваш Енри мĕнпур муниципалитетра августăн 11-мĕшĕнче вĕçленмелле.

Республикăри вĕренÿ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕррипе хатĕр марри çинчен вĕренÿ министрĕ Дмитрий Захаров каласа панă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи вĕренÿ çулĕнче кирлĕ кĕнекесем туянма республика бюджетĕнчен 124 миллион тенкĕ ытла уйăрса панă. Çак сумма самаях пысăк пулнине тата кĕнеке фондне тăтăшах çĕнетсе пынине пăхмасăрах, укçа-тенкĕ çитсе пымасть. Министр каланă тăрăх, вĕренÿре кирлĕ кĕнекесем уйрăмах пысăк шкулсенче тата аталанса пыракан микрорайонсенчи вĕрентÿ учрежденийĕсенче çителĕксĕр. Учебниксем туянма тата 32 миллион тенкĕ ытла кирлĕ.

- Шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне планпа килĕшÿллĕн хатĕрлес ĕç халĕ урăх шая куçрĕ, Вĕренÿ министерстви çак кунсенче кабинетсене çĕнетнипе интересленме тытăнчĕ. Кăçал ĕçлев, хăрушсăрлăх никĕсĕсен тата Тăван Çĕршыва хÿтĕлессипе çыхăннă пÿлĕмсене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăратпăр. Çак тĕллевпе 34 миллион тенкĕ ытла куçарнă. Тата паянхи вăхăтпа килĕшсе тăракан çĕвĕ çĕлемелли машинкăсем, вĕренÿре кирлĕ тренажерсем, хальхи йышши хĕçпăшал макечĕсем туяннă, - пĕлтернĕ Чăваш Республикин вĕренÿ министрĕ Дмитрий Захаров.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники