Тĕлĕнмелли юнашарах

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 08.08.2025, 14:42 Просмотров: 33

Елчĕк округĕнчи «Победа» ООО çак кунсенче 360 пуç пăру вырнаçмалăх çĕнĕ вите тăвать. Ку вăл кăçал республикăри агропромышленность комплексĕнче пурнăçлама палăртнă 108 инвестици проекчĕсенчен пĕри шутланать.

Тулли мар яваплăхлă «Победа» обществăра халĕ 1400 пуç ĕне выльăх усраççĕ, çав шутра 410 пуç ĕне. Хуçалăх сĕт суса илессипе округра малта пырать. Январь-май уйăхĕсенче унта 2 пине яхăн тонна сĕт суса илнĕ, ку вăл Елчĕк округĕнчи пĕтĕмĕшле калăпăшăн 23 проценчĕпе танлашать.

«Енчен те кашни яла пĕр-пĕр тĕллевпе хавхаланнă çын килсе ĕçлеме вырнаçрĕ-тĕк, яллă территорисене аталантармалли проектсене тата та хăвăртрах ĕçе кĕртме пулать. Кăçал эпир регионта агропромышленноçпа çыхăннă 5,6 миллиард тенкĕлĕх 108 инвестици проектне ĕçе кĕртме шутлатпăр. Çавна май 430 ĕç вырăнĕ туса хурăпăр»,- тет Чăваш Ен вице-премьерĕ Сергей Артамонов.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники