Чăваш Енре икĕ çул хушшинче нумай функциллĕ центрăн 12 офисне çĕнетме планлаççĕ. Вĕсенчен тăваттăшĕ республикăн тĕп хулинче вырнаçнă, ыттисем - Муркаш, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Вăрнар, Çĕмĕрле, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Куславкка округĕсенче.
Кун пирки хăйĕн телеграм-каналĕнче Чăваш Енри Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ Дмитрий Краснов пĕлтернĕ.
Кунсăр пуçне тата кăçал Вăрмар поселокĕнче МФЦăн çĕнĕ модуллĕ çурчĕ валли проект хатĕрлеме тытăнаççĕ, тепĕр çулхине проектпа çыхăннă ĕçсем Çĕмĕрлепе Комсомольски округĕсенче пуçланаççĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ тапхăр - Шупашкарти «Çĕнĕ хула» микрорайонта нумай функциллĕ центр тума тытăнни. Унта ГИБДДăн районсем хушшинчи регистраципе экзамен йышăнмалли пайĕ вырнаçĕ. Çавна май тĕп хулари нумай функциллĕ ытти центрсене ĕçлеме çăмăлрах пулĕ.
- Нумай функциллĕ центр ăçта вырнаçни мар, унта тăрăшакансене ĕçлеме, халăха вара патшалăх тата муниципаллă пулăшу илме лайăхрах пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çакăн пек тĕллев кăларса лартать», - тенĕ вице-премьер.
Август 2025 |