Пенсие - ыттисенчен маларах

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 08.08.2025, 14:49 Просмотров: 23

Патшалăх граждансен хăшпĕр категорийĕсене палăртнă çул ÿсĕмĕнчен маларах тивĕçлĕ канăва кăларма йышăнни социаллă пулăшура пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Çак хисепе тивĕçлисем - нумай ачаллă амăшĕсем, инвалид ачасен ашшĕ-амăшĕсем, Чернобыльти аварие пĕтерме хутшăннисем, Инçет Çурçĕрте ĕçленисем, нумай çул хушши тăрăшса вăй хунисем. Саккунпа çавăн пекех конкретлă профессипе ĕçленипе ыттисенчен маларах пенсие кайма пултаракансене те палăртнă. Çак çул пуçланнăранпа Чăваш Енре пурăнакан 1548 çын срок çитиччен тивĕçлĕ канăва тухнă, çав шутра 584 -ĕшĕ - уйрăм профессипе ĕçленĕ çынсем.

Йывăр, сывлăхшăн сиенлĕ ĕçре вăй хунă, утмăл пиллĕк тултарман арçынсене тата утмăла çитмен хĕрарăмсене, страховани стажĕ нумай çул тата пенси коэффициенчĕ 30-тан кая мар пулсан, ватлăхри страховани пенсине шутласа пама пултараççĕ.

Чăваш Республикинче кăçал саккунпа палăртнă çултан маларах çак çынсене пенсие янă:

- йывăр ĕçре вăй хунă 347 граждана*

- çĕр айĕнче, сывлăхшăн сиенлĕ условисенче тата вĕри цехсенче ĕçленĕ 119 çынна*

- локомотивсен бригадисенче тăрăшнă е чукун çул транспорчĕпе тĕрлĕ груз турттарнă тата чукун çул çинче хăрушсăрлăхпа тивĕçтернĕ 22 çынна.

Çăмăллăхлă категорипе усă куракансен йышне çавăн пекех хулари пассажирсем илсе çÿрекен маршрутсенчи автобуссен, троллейбуссемпе трамвайсен водителĕ-сем те кĕреççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа асăннă профессипе ĕçленĕ 4 çын тивĕçлĕ канăва срокчен тухма пултарнă.

Яллă вырăнта 25 çулран кая мар е сывлăх сыхлавĕн хулари организацийĕсенче 30 çулран кая мар тăрăшнă медицина ĕçченĕсем, çавăн пекех тивĕçлĕ должноçпа тата тивĕçлĕ учрежденисенче 25 çул вăй хунă педагогика ĕçченĕсем те пенсие ыттисенчен маларах тухма пултараççĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта регионта 43 медицина ĕçченĕпе 26 педагог çавăн пек майпа пенси илсе тăма тытăннă.

Аса илтеретпĕр: тивĕçлĕ канăва тухассипе çыхăннă документсене маларах пухса хатĕрлемелле, мĕншĕн тесен архивпа та çыхăнма тивĕ.Чи малтанах харпăр хăйĕн счечĕ çинчи даннăйсене тĕрĕслемелле. Енчен те вĕсем тулли мар пулсан, Раççейри Социаллă фондăн Чăваш Енри уйрăмĕпе çыхăнмалла, стажпа ĕç укçи тĕлĕшпе çитмен документсене тăратмалла.

М. УСТЯК.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники