Чăваш Республикинче çие юлнă хĕрарăмсене, ача ĕмĕртекен амăшĕсене тата виççĕ тултарман ачасене пулăшу пама 12 миллион тенкĕ ытла уйăрнă.
Апат-çимĕçпе туллин тивĕçтерме тухтăрсем панă хутпа çулталăк пуçланнăранпа çие юлнă 155 хĕрарăм, ача ĕмĕртекен 999 амăшĕ тата виççĕ тултарман 59 ача компенсаци илсе тăнă. Республика бюджетĕнчен çак тĕллевпе 12,8 миллион тенкĕ тăкакланă, ку вăл кăçал валли планпа пăхнин 49,8 проценчĕпе танлашать.
2025 çулта компенсации виçи çапларах:
çие юлнă хĕрарăмсемпе ача ĕмĕртекен амăшĕсем валли - 1905 тенкĕ;
виççĕ тултарман ачасем валли - 1548 тенкĕ.
Çак пулăшăва çие юлнă хĕрарăмсене, ача ĕмĕртекен амăшĕсене, çавăн пекех ытлă-çитлĕ пурăнайман çемьесенчи виççĕ тултарман ачасене параççĕ.
Август 2025 |