Ыркăмăллăх сестрисен класĕнче

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 15.08.2025, 14:41 Просмотров: 85

41566

Шупашкар хулинче ыркăмăллăх сестрисен класĕ уçăлнă. Вĕсене медицина колледжĕнче вĕрентĕç.

Çак вĕренÿ заведенийĕнче ыркăмăллăх сестрисене унччен те вĕрентнĕ-ха. 2006 çулта Шупашкар тата Чăваш епархийĕ пулăшнипе ятарлă программăна пурнăçланă. Çавăн чухне унтан 44 специалист вĕренсе тухнă.

Хальхинче ыркăмăллăх сестрисен класĕнче 16 хĕр студент ăс пухĕ. Вĕсем «Акушер ĕçĕ» специальноçа алла илĕç. Хĕрсем тĕн дисциплинисене те тарăнранх ăса хывĕç. Ку енĕпе вĕсене преподавательсем кăна мар, психологсемпе пачăшкăсем те вĕрентĕç.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники