Патшалăх социаллă пулăшу пани халăха ытлă-çитлĕ пурнăçпа пурăнма самаях пулăшать.
2025 çулхи пĕрремĕш çур çулта федераллă программăсемпе, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тата регионти Правительство йышăннипе палăртнă патшалăх пулăшăвĕпе пирĕн округра пурăнакан 7231 çын усă курнă. Вĕсем 30 тĕрлĕ социаллă пулăшу илнĕ. Социаллă пулăшупа усă куракансен пысăк пайĕ – ĕç ветеранĕсем (1979 çын), инвалидсем, тăлăха юлнă салтак арăмĕсем, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшушăн тÿлеме субсиди илекенсем (1288), капиталлă юсавшăн тÿлеме субсиди илекенсем (226), ачашăн кашни уйăхра пособи илсе тăракансем (186), «Раççей хисеплĕ донорĕ» паллăпа наградăланисем (98).
Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 80 çул çитнĕ ятпа пĕр хутчен укçан панă тÿлеве кăçал 875 çын илнĕ, çав шутра – тыл ĕçченĕсемпе вăрçă ачисем.
Социаллă пулăшу памашкăн федераллă бюджетран 11,6 миллион тенкĕ уйăрнă, республика бюджетĕнчен – 62,3 миллион тенкĕ. Çак укçа-тенкĕ шучĕпе нушаллă пурăнакан граждансене ятран пулăшу панă, вĕсен пурнăç шайне ÿстерме пултарнă.
Сентябрь 2025 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
1 | 2 | 3
|
4 | 5 | 6 | 7 |
8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 |
15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 |
22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 |
29 | 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |