Çул çинче – çĕнĕ автобуссем

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 29.08.2025, 09:53 Просмотров: 23

56653865

Чăваш Республикинче сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа шкулсенчи маршрутсем çине 39 çĕнĕ автобус тухĕ. Автопарка çĕнетме федераллă тата республика бюджечĕсенчен укçа-тенкĕ уйăрса панă. Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтернĕ.

- Шкула кайнă тата киле таврăннă чухне кашни ача хăйне аван туйтăр, çул çинче хăрушсăрлăх çуккине пĕлтĕр тетпĕр. Эпир 2016 çулта туса кăларнă автобуссене палăртнă срокчен чылай маларах улăштарса пыратпăр. Юлашки 5 çул хушшинче 407 машинăна çĕнетрĕмĕр, кивелнĕ транспорта йăлтах улăштартăмăр. Çĕнĕ автобуссем шкул ачисене илсе çÿремелли пĕтĕм виçепе килĕ-шсе тăраççĕ - çакă Президент хушнине тĕллевлĕн пурнăçа кĕртсе пынине çирĕплетсе парать те, - тенĕ регион ертÿçи.

Хальхи вăхăт ыйтнине тивĕçтерекен транспорт пулăшнипе паян Чăваш Енри чи инçетри кĕтессенче пурăнакан ачасем ыттисем пекех хăтлă, пахалăхлă вĕрентекен шкулсенче ăс пухаççĕ. Республикăра 13,5 пин ытла вĕренекене 407 ятарлă автобуспа кунсерен кирлĕ çĕре йĕркеллĕ илсе çитереççĕ. Вĕсемпе ачасене шкулсемпе техникумсене илсе кайнипе пĕрлех олипиадăсене, спорт ăмăртăвĕсене, патриотизмлă тата культурăллă мероприятисене хутшăнма та турттараççĕ, çавна май вĕренекенсене пур енлĕн аталанмалли майсем туса параççĕ.

«Водительсем пурте ятарлă пĕлÿ илеççĕ, автобуссене ГЛОНАСС системипе, тахографпа, вĕренекенсене илсе çÿренине систерекен ятарлă паллăсемпе, хăрушсăрлăх ременĕсемпе тивĕçтернĕ. Хамăр ачасене хÿтĕлесси пирки сăмах пынă чухне пурне те шута илмелле, урăхла пулма та пултараймасть»,- тенĕ Олег Николаев.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби.

Пирĕн справка

Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Куславккари 2-мĕш вăтам шкулта та ачасене çĕнĕ автобуспа илсе çÿреме тытăнаççĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники