Летчик-космонавта пурнăç парнеленĕ анне

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 05.09.2025, 13:50 Просмотров: 20

Андриян Скан 20210326 5 1098x780

Чăваш Республикин хальхи вăхăтри историйĕн патшалăх архивĕнче СССР летчик-космонавчĕн, икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕн, авиацин генерал-майорĕн, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕн Андриян Николаевич Николаевăн докуменчĕсем упранаççĕ. Вĕсем «Чăваш кăйкăрĕн» пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне çутатса параççĕ, çав шутра çемье архивĕнчи фоÿкерчĕксем уйрăмах палăрса тăраççĕ. Паллах, вĕсенчен чи хаклисем - Андриян Григорьевичăн пурнăçĕнчи чи çывăх çынпа - амăшĕпе Анна Алексеевнăпа пĕрле ÿкернĕ сăнÿкерчĕксем.

Андриян Григорьевич амăшне анлă тĕнче уçлăхне юратнă пекех юратнă. Кашни килмессерен Анна Алексеевна яланах унпа юнашар пулнă. Вăл нумайччен ун патĕнче Мускавра пурăннă.1986 çулта, Анна Алексеевна Шупашкар хулинчи пĕр больницăра выртнă чухне, Андриян ун валли Мускавран эмелсем илсе килнĕ, ун патĕнче чылайччен калаçса ларнă. Ывăлĕн юратăвĕ- пе тимлĕхĕ Анна Алексеевнăна часах сывалса больницăран тухма пулăшнă.

Тĕлĕнмелле, Андриян Николаевпа унăн амăшĕн Анна Алексеевнăн çуралнă кунĕсем те пĕр пекех пулнă - сентябрĕн 5-мĕшĕ.

Анна Алексеевна Николаева Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче 1900 çулта ĕçлĕ хречен çемйинче çуралнă. 1931 çулта вырăнти чиркÿпе прихут шкулĕн 4 класне вĕренсе пĕтернĕ. Мĕн пĕчĕкрен хресченĕн йывăр ĕçне туйса ÿснĕ.1930 çулта вăл пуринчен те малтан колхоза кĕнĕ. 16 çул хушши, çав шутра 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче те, дояркăра тата конюхра вăй хунă. Анна Алексеевна тăван колхозра ырми-канми тăрăшнă хушăрах тăватă ача пăхса ÿстернĕ, çитĕнсе пыракан ăрăва кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен тата патриотизм майлă воспитани парас енĕпе нумай тăрăшнă, çамрăксемпе, пионерсемпе, шкул ачисемпе час-часах тĕл пулса калаçнă, республикăри ĕç коллективĕсенче пулнă.

Нумай çул хушши хастар ĕçленĕшĕн, общество пурнăçне хутшăннăшăн тата СССР летчик-космонавтне, икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройне Андриян Николаева тивĕçлĕ воспитани панăшăн 1985 çулхи сентябрĕн 4-мĕшĕнче Анна Алексеевна Николаева ятне Чăваш АССР Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ.

Тăван çĕршыв А.Николаева ĕçне пысăк хак панă. Ăна медальсемпе, Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

Анна Алексеевна Николаева 1987 çулхи сентябрĕн 12-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлнă. Андриян Григорьевичăн тусĕсем вăл амăшне çав тери хисепленине, юратнине палăртнă - ку вăл амăшĕпе ывăлĕн чăн-чăн юратăвĕн ырă тĕслĕхĕ пулнă.

Л. ВАСИЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники