Паттăрлăх умĕнче пуç таятпăр

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 05.09.2025, 13:53 Просмотров: 21

1945 çулхи майăн 9-мĕшĕ тата сентябрĕн 2-мĕшĕ тĕнче историйĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пулса иртнипе - иккĕмĕш тĕнче вăрçинче тĕп агрессорсене - нацизмла Германие тата милитаризмла Японие çапса аркатнипе паллă. Европăра та, Азире те СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем çĕнтернипе Раççейре пурăнакансем чăннипех те мухтанаççĕ.

Сентябрĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Культура министерствин Л.Н. Толстой ячĕллĕ библиотекин специалисчĕсем «Çĕнтерÿрен Çĕнтерÿ патне» ятпа историпе патриотизм сехечĕ ирттерчĕç. Ăна милитаризмла Японие çĕнтернĕ-ренпе тата иккĕмĕш тĕнче вăрçи пĕтнĕренпе 80 çул çитнине халалларĕç. Мероприятие Шупашкарти «Энергия» вĕренÿпе производство предприятийĕнче йĕркелерĕç.

Истори сехетĕнче библиотекарьсем куç чирĕпе инвалида тухнисене иккĕмĕш тĕнче вăрçинчи фронтсем, çар операцийĕсем тата юлашки çулсенче пулса иртнĕ пысăкрах пĕлтерĕшлĕ пулăмсем çинчен каласа пачĕç.

СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсен Инçет Хĕвелтухăçĕнчи кампанийĕнче Совет Союзĕн Маршалĕ А.М. Василенко ертсе пырас таланчĕпе уйрăмах палăрнă. Вăл кĕске вăхăтрах тата пĕчĕк çухатусемпе Инçет Хĕвелтухăçĕнче Маньчжурире хамăр çарсене тапăнса пыма стратегиллĕ операци йĕркелеме пултарнă. Ун вăхăтĕнче Çурçĕр-Хĕ- велтухăç Китая тата Çурçĕр Корейăна Япони хапсăнчăкĕсенчен ирĕке кăларнă, Кăнтăр Сахалинпа Курил утравне Раççее тавăрнă. Çав çапăçусенче совет салтакĕсен паттăрлăхне тата ăстăн вăйне, вĕсем союзниксемпе пĕр шухăшлă пулнине пысăк тимлĕх уйăрнă.

Совет Союзĕпе Япони хапсăнчăкĕсем хушшинчи 25 куна пынă вăрçа хутшăннисем каласа панисем милитаризмла Японие çĕнтерни историре чăннипех те пысăк пĕлтерĕш йышăннине çирĕ-плетсе параççĕ.

«1945 çулхи августăн 9-мĕшĕнче Совет Союзĕ милитаризмла Японие хирĕç çапăçма тытăннă. Ку вăл иккĕмĕш тĕнче вăрçинчи уйрăм пай пулса тăрать, совет халăхĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра хăйĕн никама пăхăнманлăхĕшĕн, хăрушсăрлăхĕшĕн тата суверенитетшăн малалла çапăçнине çирĕплетет. Совет Союзĕпе Япони хапсăнчăкĕсем хушшинчи вăрçă виçĕ эрне ытларах пынă. Анчах та çав хушăра нумай тĕрлĕ операцисем ирттернине, вĕсем мĕнле пынине тата вĕçленнине шута илсен, çав вăхăт иккĕмĕш тĕнче вăрçинчи паллă кампанисенчен пĕри пулса тăрать. Японин иккĕмĕш тĕнче вăрçинче нимрен хăраманнипе тата çапăçма лайăх хатĕрленнипе палăрнă пысăк йышлă Квантунски çарне шутлă кунсенче çапса аркатни СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем чăннипех те питĕ вăйлă пулнине, тăшмана хирĕç кар тăма пултарнине çирĕплетсе панă.1945 çулхи сентябрĕн 2-мĕшĕнче Япони пĕр сăмахсăр парăнни тата пирĕн çĕнтерÿ - ку вăл иккĕмĕш тĕнче вăрçи вĕçленнин палли кăна мар, паттăрлăхпа хăюлăхăн, халăх пĕрлĕхĕн ?Аслă Главнокомандующирен пуçласа салтаксемпе матроссем таранах% калама çук чаплă тĕслĕхĕ те. Пурин умĕнче те пĕр тĕллев тăнă, ăна пурнăçлассишĕн пурнăçа та шеллемен,- тесе палăртрĕç библиотека сотрудникĕ-сем.

Историпе патриотизм сехетĕ-нче Японие хирĕç пынă вăрçăра Раççей салтакĕсен чи ырă йăли-йĕ- рки палăрнă: Тăван Çĕршыва юратни, халăхсем хушшинчи пĕршухăшлăх, ытти халăхсене пулăшма хатĕр пулни. Совет çарĕсем вырăссен çĕрĕсемпе ?Сахалин, Курил утравĕ% пĕр чикĕ- ллĕ территорисенче ?Китай тата Корея% тĕнче вăрçине хăвăртрах вĕçлес, миллионшар салтакпа ахаль çынсен пурнăçне çăлса хăварас тĕллевпе паттăррăн çапăçнă. Хамăрăн çĕршывăн чаплă историйĕпе эпир мухтанатпăр, совет халăхĕн паттăрлăхĕ умĕнче пуç таятпăр»,- терĕç историпе патриотизм сехетне хутшăннисем.

Справка

СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн вăрçă хыççăнхи 1945 çулхи сентябрĕн 2-мĕшĕнчи Указĕпе сентябрĕн 3-мĕшне уяв кунĕ, «Японие çĕнтернĕ кун» тесе паллă тума йышăннă.1945 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕнче «Японие çĕнтернĕшĕн» медаль памалла тунă. Перестройкăпа çыхăннă çулсенче уява патшалăх шайĕнче паллă тума пăрахнă.

2010 çулта çак паллă куна сентябрĕн 2-мĕшне иккĕмĕш тĕнче вăрçи вĕçленнĕ кун тесе паллă тума календаре кĕртнĕ. 2020 çулта ăна сентябрĕн 3-мĕшĕнче уявлама куçарнă. Хальхи вăхăтра Раççейĕн паллă кунне - милитаризмла Японие çĕнтернĕ тата иккĕмĕш тĕнче вăрçи вĕçленнĕ куна - Федерацин 2023 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнчи «Раççейĕн Çар мухтавĕн тата паллă кунĕсем çинчен» саккунĕн 1-мĕш статйине улшăнусем кĕртесси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн кашни çулах сентябрĕн 3-мĕшĕнче паллă тăваççĕ.

2023 çулхи июньте Раççей Президенчĕ Владимир Путин асăну кунĕн ятне улăштарасси пирки калакан саккуна алă пуснă. Халĕ ăна милитаризмла Японие çĕнтернĕ тата иккĕмĕш тĕнче вăрçи вĕçленнĕ кун тесе палăртнă.

Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники