Тĕнчере чи çирĕппи мĕн пулнине пĕлетĕр-и? Паллах ĕнтĕ, алмаз та мар, хурçă та мар. Республикăра пĕр-пĕринпе килĕштерсе нумай çул пурăнакансем чи çирĕ-ппи – вуншар çул хушши пĕрле шăкăл-шăкăл калаçса пурăнни, мăшăрсем çамрăк чухнехи пекех пĕр-пĕрне юратни, хисеплени тесе шутлаççĕ.
2025 çул пуçланнăранпа Чăваш Енри ЗАГС органĕсенче ĕçлекенсем пĕр çемье çавăрнăранпа нумай çул хушши иртнĕ май ыттисемшĕн юратупа ăслăлăх тĕслĕхĕ пулса тăнă вуншар мăшăра чысланă. Çав хушăра пĕр-пĕринпе 50 çул килĕштерсе пурăннине республикăри 229 çемье паллă тунă, 55 çул – 49, 60 – 74, 65 çул çитнĕ ятпа 11 мăшăра саламланă. Чăваш Енри 2 çемье вара пĕр-пĕринпе 70 çул шăкăл-шăкăл калаçса пурăнни паллă пулнă.Тăванĕсем хушшинче те, ял çинче те хисеплĕ вĕсем!
Сумлă юбилярсене регионти ЗАГС пайĕсенче савăнăçлă лару-тăрура чысланă, тесе пĕлтерет Чăваш Енри Юстици министерствин пресс-служби.
Сентябрь 2025 |