Ялхуçалăхĕнче нумай çул ĕçленĕшĕн

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 12.09.2025, 09:11 Просмотров: 23

Чăваш Енре пурăнакан, ялхуçалăхĕнче 30 çултан кая мар вăй хунă арçынсемпе хĕрарăмсене страховани пенсине пысăклатнă виçепе пама палăртнă. Пирĕн регионра ăна 20 пин ытла пенсионер илсе тăрать.

Страховани пенсине пысăклатнă виçепе илсе тăма ял çыннисен çак условисене тивĕçлĕ пулмалла:

ватлăхра е инвалид пулнипе страховани пенсийĕ илсе тăмалла*

ялхуçалăхĕнчи ĕç стажĕ 30 çултан кая мар пулмалла*

ялта пурăнмалла*

тивĕçлĕ канура ĕçлемелле мар.

Пысăклатнă тÿлев илме пултаракан специальноçсен списокне 500 ытла профессие кĕртнĕ, ăна Правительство çирĕплетнĕ. Пысăкрах пенси илмелли ял стажне совхозра, колхозра, хресчен хуçалăхĕнче е ялхуçалăх артелĕ-нче хуть те мĕнле ĕçре тăрăшнине кĕртеççĕ, çав хушăрах 1992 çулччен мĕнле специальноçпа е мĕнле должноçра ĕçленине шута илмеççĕ.

«Ялта ĕçленĕшĕн паракан хушма тÿлев ватлăхра е инвалид пулнипе илекен страховани пенсийĕн çирĕплетнĕ виçинчен 25 процент шутланать, ăна кашни çулах çак йĕркепех индексацилеççĕ. Кунсăр пуçне тата ялтан хулана куçсан та хушма тÿлев упранса юлать, пенсионерсем ăна малтан мĕнле илнĕ, çавăн пекех илсе тăрĕç»,- пĕлтерет Раççейри социаллă фондăн Чăваш Ен тăрăхĕнчи уйрăмĕн управляющийĕ Валерий Николаев.

Хушма тÿлеве заявлени çырнă хыççăн памалла тăваççĕ. 2026 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа вара çын ялхуçалăхĕнче 30 çул ĕçленине çирĕплетекен сведенисем Социаллă фондра пулсан, заявлени çырма кирлĕ мар. Отрасльте тăрăшнине ĕç паракан тăратнă отчетсене тĕпе хурса, маларах çулсенче вăй хунисене обязательнăй пенси страхованийĕн системинче шута илнине - ĕç кĕнекинче çырса хунине е справкăсенче кăтартнине кура çирĕплетеççĕ. Акă мĕншĕн ĕнтĕ çакнашкал сведенисем пуррипе çуккине пенси çĕнĕрен шутласа париччен кăшт маларах тĕрĕслеттерсен лайăхрах.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники