Сиртен сĕнÿсем кĕтетпĕр

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 19.09.2025, 14:28 Просмотров: 18

Округра пурăнакансен пуçарăвĕ «Ниме - халăх бюджечĕ» программăпа пурнăçа кĕрсе пырать. Çак программа пулăшнипе пирĕн тăрăхра вуншар проект пурнăçланать. Вĕсем территорисене тирпей-илем кĕртме, инфратытăма лайăхлатма май параççĕ. Кăçал 41 проекта ĕçе кĕртме пăхнă.

Муниципалитет ертÿçи Алексей Людков патне пырсан та, Пĕрлехи информаци кунĕсенче те куславккасем пĕрре çеç мар ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене асра тытса палăк уçас ыйтăва хускатнă. Çÿлерех асăннă программăпа килĕшÿллĕн кăçал Куславккара Çарпа Ĕç мухтавĕн паттăрĕсен аллейинче палăк туса лартма палăртнă. А. Самсоновăн подряд организацийĕ скульптура вырнаçтарма вырăн хатĕрлет. Ăна хатĕрлесе çитерсен ун таврашне илемлетеççĕ. Ку палăк эпир Паттăрсене хисепленине тата вĕсемпе мухтаннине пĕлтерекен паллă пулса тăрĕ.

Сентябрĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа 26-мĕшĕччен çавăн пекех çитес çул пурнăçлама палăртнă пуçару проекчĕсемшĕн сасăлама пулать.

Уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ 5 проектран çаксене асăнмалла: хулари 3-мĕш вăтам шкула кĕмелли ушкăнсене юсасси, Куславккари Радужнăй урамри ача-пăча площадкине йĕркелесси, Куславккари Лобачевский урамĕ-нчи ачасене аталантармалли центр – «Пчелка» ача сачĕн территориийĕнчи пĕчĕккисен уçăлса çÿремелли беседкине юсасси, «Геометрик» паркĕнчи пĕвене йĕркене кĕртесси, автомобильсем çÿрекен «Паланкасси - Илепар» çулăн Карача илсе çитерекен пайне юсасси. Округра пурăнакансем 2026 çулта пурĕ 56 проекта пурнăçлама планлаççĕ.

Обществăлла территорисенчен хăшĕсене йĕркене кĕртесси тата юсасси пирки сĕнÿ пама ыйтатпăр. Пурте пĕрле калаçса татăлсан хамăр округа илемлĕрех тата хăтлăрах тума пултарăпăр.

О. МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники