Чи пысăк ĕне ферми пулĕ

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 19.09.2025, 14:36 Просмотров: 19

55e7c694e9794d1fa331f1c4e4b3b0e11111

Çĕрпÿри «ВДС» компани малашлăхлă инвестици проектне пурнăçлама - 4800 пуç выльăх усрамалли республикăра чи пысăк ĕне ферми тума тытăннă. Çĕнĕ комплекс регионра сĕт суса илессине палăрмаллах ÿстерме май парĕ.

Проекта икĕ тапхăрпа пурнăçлама палăртнă. Паянхи куна мĕнпур корпусăн тата ĕне сумалли блокăн никĕсĕсене хатĕрлесе хунă, пĕр корпусăн тимĕр конструкцийĕсене çыхăнтарнă, траншея чавса ятарлă кабельсем хывса тухнă. Комплексра пĕр вăхăтрах 80 ĕне сумалли «Карусель» ятлă зал вырнаçтарма палăртнă.

Проектпа экологи сферинче те çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме пăхнă. Сăмахран, тислĕк кăларнă çĕрте çĕнĕ йышши системăпа усă курма, каяшсене пĕр çĕре пухмалли ятарлă комплекс вырнаçтарма...Производствăна аталантарнисĕр пуçне тата 60 яхăн çĕнĕ ĕç вырăнĕ туса хурĕç.

Вăхăт ыйтнине тивĕçтерекен фермăна тума пурĕ икĕ миллиард тенкĕ укçа-тенкĕ хывнă. Çав шутран пĕр миллиард çурă - çăмăллăхлă инвестици кредичĕ, ытти - предприятин хăйĕн укçи. Фермăна декабрьте туса пĕтерме планланă, 2026 çултах проектпа пăхнă хăватпа туллин ĕçлеме палăртаççĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники