Явап тыттарма пултараççĕ

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 19.09.2025, 14:37 Просмотров: 20

Иртнĕ эрнере, сентябрĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа 14-мĕшĕччен, ултавçăсем Чăваш Енри 23 çынна шăн пăр çине лартса янă. Палламан çынсене ĕненнипе вĕсем пурĕ 15 миллион тенкĕсĕр тăрса юлнă.

Ултавçăсен серепине лекнисем хушшинче 6 пенсионер, 3 предприниматель, 3 сутуçă, педагогсемпе водительсем тата харпăр хăй ĕçĕпе ĕçлекенсем 2-шер çын, ытларах хĕрарăмсем. Регионта пурăнакансене тĕпрен илсен инвестицисемпе укçа ĕçлесе илме, укçа-тенке «хăрушсăр счет» çине куçарма илĕртсе улталанă.

Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерстви çапла асăрхаттарать: ултавçăсен серепине лекнисем ытларах чухне укçа аферистсене куçарса параççĕ, лешсем вара унпа Украинăри Хĕçпăшаллă вăйсене пулăшма усă кураççĕ. Улталанă кашни факт тăрăх полици сотрудникĕ-сем гражданин е организаци ют пашалăха е урăх патшалăх çыннине укçа-тенкĕпе пулăшма, çавна май Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăхне хирĕç тăма пултарнипе пултарманнине, çавăн пекех Чăваш Республикинчи терроризма хирĕçле комисси, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ?оперативлă штабăн% йышăнăвне пурнăçланипе пурнăçламаннине е пăснине тĕплĕн тĕрĕслеççĕ. Правăна хирĕçле ĕçленине çирĕплетекен фактсем тупса палăртсан, айăплă çынна саккунпа пăхнă яваплăх тыттарас ыйтăва хускатĕç.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники