Чăваш Ен юбилейĕсем

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 26.09.2025, 15:06 Просмотров: 32

85 çул каялла (1940 çулхи сентябрĕн 20-мĕшĕнче) республикăри фабрикăпа заводсен столовăйĕсене пахчаçимĕçпе тата сĕтрен хатĕрленĕ продуктсемпе лайăхрах тивĕçтерес тĕллевпе Чăваш АССР Халăх Комиссарĕсен Совечĕ тата ВКП (б) обкомĕ хуласемпе ялсенчи предприятисенче хушма хуçалăхсем йĕркелеме йышăннă.

100 çул каялла (1925 çулхи сентябрĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа 24-мĕшĕччен) врачсен республикăри пĕрремĕш съезчĕ иртнĕ. Унта Чăваш Енре 73 тухтăр, 34 больница, 2 диспансер, 21 фельдшер пункчĕ, маляри чирне хирĕç кĕрешекен 1 станци, венерологипе туберкулез диспансерĕсем, трахомăран сыватмалли 2 отряд ĕçленине палăртнă, чирлĕ çынсене сыватма 1042 койка пуррине асăннă.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники