Вĕсен ячĕсем вилĕмсĕр

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 26.09.2025, 15:07 Просмотров: 40

Чăваш Енре Астăвăм кĕнекине кăларма хатĕрленеççĕ, унта шкул ачисем ятарлă çар операцине хутшăннă ентешсен паттăрла ĕçĕсем çинчен каласа кăтартĕç.

Ку проекта Чăваш Республикин Вĕренÿ министерстви Раççейри çарпа истори обществин уйрăмĕпе пĕрле хатĕ-рленĕ. Акци çинчен пĕлтерес умĕн Дмитрий Захаров министр республикăри тĕрлĕ округсенчи педагогсемпе тĕл пулнă, кĕнеке хатĕрлес ĕç мĕнле йĕркепе пулса пырасси çинчен сÿтсе явнă.

Проекта республикăри шкулсенче ăс пухакансем хутшăнĕç. Вĕренекенсен ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсем çинчен материалсем пухма тивет, вĕсене Астăвăм кĕнекинче пичетлес тесен, чăн-чăн тĕпчев ĕçĕсем туса ирттермелле пулать.

- Эпир кашни ентеш çинчен каласа панине пĕрле пухăпăр, пирĕн çар служащийĕсем службăра тăракан чаçсенчен, çар ĕç комиссариачĕсенчен пулăшу ыйтăпăр. Паттăрсен ашшĕ-амăшĕсемпе, çывăх тăванĕсемпе тĕл пулса калаçăпăр. Çакă пире вĕсен биографине, Чăваш Республикинче çуралса ÿснĕ ентешсем ятарлă çар операцийĕ пынă çĕрте кăтартнă паттăрлăха тĕплĕн çырса кăтартма кирлĕ, - каласа пачĕ Чăваш Ен Вĕренÿ министрĕ Дмитрий Захаров.

Тĕлпулу вăхăтĕнче педагогсем хăйсем вĕрентнĕ çамрăксем ятарлă çар операцийĕ пынă çĕрте паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă тĕслĕхсене аса илчĕç. Хăйсен ентешĕсемпе чăннипех те мухтаннине тата вĕсене хисепленине палăртрĕç. Кунашкал историсем сахал мар, шăпах ĕнтĕ çавнашкал паттăрла ĕçсене тĕпе хурса хатĕрлеççĕ те СВОн «Астăвăм кĕнекине».

Ку проекта хутшăнакансем икĕ тĕллеве тĕпе хурса ĕçлĕç. Пĕри «Манăн çемье паттăрĕ-сем» ятлă, унта шкул ачисем хăйсен тăванĕсен паттăрлăхĕ çинчен каласа парĕç. Тепĕ-рне, «Паттăрсем çĕнтерессе ĕненнĕ» тесе палăртнăскерне, суйласа илнисем, çарти тивĕçне пурнăçланă чухне пуç хунă ентешĕсем çинчен çырса кăтартĕç.

-Хуть те мĕнле пулсан та пирĕн çĕршыв историне манма юрамасть. Пирĕн ун çинчен мĕн пĕлнине, çамрăк ăрăва каласа кăтартмалла, унпа паллаштармалла. Эпир çапла тăватпăр та, мĕншĕн тесен пирĕн вырăна çĕнĕ ăру йышăнĕ, - палăртрĕ «Воин» центр инструкторĕ-методисчĕ, ятарлă çар операцийĕнче пулнă Артур Ефремов.

Çĕнĕ кăларăм валли кирлĕ сведенисене декабрь уйăхĕ вĕçлениччен пухса вĕçлеме палăртнă. СВОн «Астăвăм кĕнеки» çитес çулхи майăн 9-мĕшĕ тĕлне кун çути курмалла.

О. НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники