Спортăн çак илемлĕ те илĕртÿллĕ тĕсне пирĕн муниципалитетра аталантарас тĕллевпе çине тăрса ĕçлеççĕ.
Иртнĕ çул декабрь уйăхĕнче «Атăл» спорт шкулĕн территорийĕнче хоккейла вылямалли лаптăка савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Ăна «Çитĕннисем - ачасем валли» ыркăмăллăх акцийĕн шучĕпе туянчĕç тата вырнаçтарса лартрĕç. Предприятисемпе организацисен ертÿçисенчен, уйрăм предпринимательсенчен, депутатсенчен, хамăр округ хастарĕсенчен нумайăшĕ çак ĕçрен айккинче юлмарĕ, пурте вăй çитнĕ таран хăйсен тÿпине хыврĕç.
Çак кунсенче хоккейла вылямалли лаптăка асфальт сарса пĕтерчĕç. Ку ĕçе халăх пуçарулăхне шута илсе хывакан укçа-тенкĕпе пурнăçларĕç. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объекта юсама 3 миллион та 600 пин тенкĕ уйăрса панă.
Хоккейла выляма кирлĕ лаптăка асфальт сарни ачасене те, çитĕннĕ çынсене те савăнтарать, мĕншĕн тесен кунта çу кунĕсенче роликсемпе, хĕлле вара вăл пăрпа витĕнсен конькипе ярăнма е хоккейла выляма пулать.
О. МИХАЙЛОВА.
Сентябрь 2025 |