«Тăван Атăл» журналăн 9 -мĕш номерĕ кун çути курчĕ. Мĕнпе пуян-ха вăл/ Хуплашка çинче - чăваш халăх поэчĕн Николай Исмуковăн мăнаçлă портречĕ. Унăн «Искандер тĕкĕрĕ» историлле романĕн 3-мĕш сыпăкĕ пичетленчĕ. Шел пулин те, журналта йăлтах пичетлейместпĕр. Николай Аверкиевич романра хăйсен Митта йăхĕ ăçтан тухнине тĕпчесе пĕлнĕ çул-йĕре çырса кăтартать. Камсем пулнă, ăçта тата мĕнле паллă пулăмсене, вăрçăсене хутшăннă, еплерех вăй-халлă тата шухăш-туйăмлă, чун-чĕреллĕ пулнă çав çынсем? Романа вуланăçемĕн Раççей тата тĕнче историйĕ куç умне тухса тăрать...
Журналта очерксем валли те вырăн пур. Геронтий Никифоровăн «Аслă Çĕнтерÿ - 80 çул» рубрикăпа икĕ очерк пичетленнĕ: «Çапăçура тата ĕçре палăрнă», «Чи чаплă та паха парне». Георгий Кульевăн «Манăçми студент çулĕсем» очкеркĕпе те паллашма сĕнетпĕр.
Çыравçă сĕтелĕ çинче эпир хальхинче Пушкăртра пурăнакан Микул Ишимбайăн «Шурăмпуç пики» калавне куратпăр. Тĕплĕ ĕçлекен пултаруллă писателĕн чĕлхи сĕткенлĕ те пуян, сăнарлă сюжечĕ хăй хыççăн илĕртет. Журнала ку хайлав хăйне евĕрлĕ экзотика сĕмĕ кĕртет.
Чĕмпĕр чăвашĕсем те тивĕçлĕ вырăн йышăнаççĕ. Ку номерте Николай Ларионов Чĕмпĕр тăрăхĕнчи вырăс поэчĕ-сен Ольга Даринова, Илья Таранов, Елена Кувшинникова, Николай Марянин, Татьяна Мельник, Татьяна Эйхман, Федор Горобцов сăввисене чăвашла куçарса пичетленĕ.
«Çыравçă мĕншĕн алла калем тытать?» рубрика та пур. Чăваш халăх поэчĕн Светлана Асаматăн «Чăн сăмахăн суйи çук» поэмине вуласа пĕлме пулать. Тĕнче тăрăх таçта та çитсе курнă поэт хăйĕн чун пуянлăхĕ-пе, пултарулăх лаççипе паллаштарать. Тепĕр кăсăк хайлав - Виктор Чернов çырнă «Йăлăмри ирĕклĕ ĕнесем» тĕрленчĕк. Ирĕкре пурăннă ĕнесене ĕлĕк «турсем» тенĕ. Вĕсем çынсăрах хăйсем тĕллĕн община туса пурăнма пĕлеççĕ иккен. Эпир вара вĕсене патакпа хĕнетпĕр. Паянхи кун, шухăшлăр-ха, ялсенче ĕнесемпе лашасем сахаллансах пыраççĕ, çынсем килте тытмаççĕ ĕнтĕ вĕсене, фермăсене, пысăк комплекссене хупса лартнă...
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăхĕсен институчĕ йĕркеленнĕренпе 95 çул çитрĕ. Çавна май унăн историйĕ çинчен тĕплĕ калаçу пулчĕ. Уявра хатĕрленĕ репортажпа паллашма тата филологи ăслăхĕсен докторĕнчен Юрий Исаевран илнĕ интервьюна вулама сĕнетпĕр.
Филологи ăслăхĕсен докторĕ Виталий Родионов чăваш халăхĕн историне чĕлхе палăкĕ-сем урлă кăтартать. Вăл «Хунсемпе авалхи тĕрĕксен сăвă-сăмахлăхĕ» тĕпчев статйинче Орхонпа Енисей тăрăхĕнчи руна палăкĕсене тĕпчет.
Арсений Тарасов Степан Лашман çуралнăранпа 130 çул çитнĕ май хатĕрленĕ «Кăвак хуппи уçăличчен» очеркĕнче писателĕн йывăр шăпине чуна витермелле сăнласа кăтартать.
Кил хуçи хĕрарăмĕсем валли «Тĕрĕ пултăр парне» илемлĕ ÿкерчĕк те пур ку номерте.
Л. САЧКОВА,
журналăн редакторĕ.
Октябрь 2025 |