Чăннипех те пуян «Пехет»

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 03.10.2025, 15:44 Просмотров: 21

Куславккари халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центрта тăрăшакансем Шупашкара кулленхи ĕçпе кайсан Чăваш Ен Ертÿçи Олег Николаев пуçарнипе уçнă «Пехет» агромаркета çитсе курчĕç.

Чăвашларан вырăсла куçарсан «пехет» сăмах «пуянлăх» тенине пĕлтерет. Вăл Шупашкарти «Каскад» суту-илÿ центрĕнче вырнаçнă. Тăватă пин ытла тăваткал метр йышăнакан лаптăкра Чăваш Енри 50 ытла фермер вырнаçма пултарать. Суту-илÿ речĕсем питĕ нумай, пурин валли те вырăн çителĕклĕ. Фермерсем унта хăйсен хуçалăхĕсенче туса илнĕ, экологи тĕлĕшĕнчен таса продукцине республикăра пурăнакансене сутаççĕ. Апат-çимĕçсĕр пуçне унта сувенирсем, халăх промыслин изделийĕсем, наци тумĕ тата тĕрлĕ чечексемпе ÿсентăрансен калчисем туянма пулать.

– «Пехетре» сĕт-çу, аш-какай продукцийĕ, фермерсем пĕçерекен сырсем, пахчаçимĕç тата улма-çырла, тутлă шăршлă пылпа тин пĕçерсе кăларнă çăкăр - пурте пур, - тесе пĕлтерет Татьяна Макарихина.

Т. АЛЕКСАНДРОВА.        

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники