Чăваш Республикинче тата 7 кооператива ялхуçалăх техники туянма пурĕ 19,5 миллион тенкĕлĕх субсиди пама пăхнă. Çак пулăшăва хальхи вăхăтра туса кăларакан çĕнĕ техникăпа оборудовани туяннипе пулакан тăкаксен пĕр пайне саплаштарма параççĕ.
-Ялхуçалăх кооперативĕсене пулăшасси Чăваш Ен Правительствин ĕçĕнчи тĕп çул-йĕрсенчен пĕри пулса тăрать. Кооперативсем яллă территорисене аталантарассинче пысăк вырăн йышăнаççĕ, халăха ĕçпе тивĕçтереççĕ, тĕрлĕ продукци туса кăларакансем хушшинче конкурентлăха ÿстерме май параççĕ. Хальхи йышши техникăпа оборудовани вĕсене ĕç тухăçлăхне ÿстерме, шăйрăксемпе кăлтăксене пĕтерме, продукци пахалăхне лайăхлатма пулăшаççĕ,- тесе палăртнă вице-премьер, Чăваш Ен ялхуçалăх министрĕ Андрей Макушев.
Пĕтĕмĕшле илсен, 2005 çулта Чăваш Ен Ялхуçалăх министерстви 11 ялхуçалăх кооперативне 50,8 миллион тенкĕлĕх субсиди уйăрса панă. Çак пулăшупа усă курса вĕсем 37 единица çĕнĕ ялхуçалăх техникипе пысăк технологиллĕ оборудовани туяннă.
Октябрь 2025 |