Кашни министерство çумĕнче

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 03.10.2025, 15:45 Просмотров: 19

Правительство Председателĕ Сергей Артамонов республикăри Министрсен Кабинечĕн нумай пулмасть иртнĕ ларăвĕнче Чăваш Енре кашни министерство çумĕнче Ветерансен канашĕсене туса хума сĕннĕ.

«Опытлă, хăйсен профессине аван пĕлекен, нумай çул хушши вăй хуракан, яваплăха туякан, тĕрлĕ йышăнусемпе тата пуçарусемпе палăракан ветерансен сĕнĕвĕсене яланах шута илме тăрăшатăп. Пирĕн вĕсенчен вĕренмелли сахал мар. Ветерансем хушшинче халĕ общество ĕçне хастар хутшăнакансем, республикăна аталантарма хатĕр çынсем нумай», - палăртнă премьер-министр.

Ветерансен канашĕсем усăллă пуçарусемпе сĕнÿсем пама пултараççĕ. Çак организацисем ăрусен хушшинчи çыхăнăва çирĕ-плетме тата коллективсене малалла аталантарса пыма та кирлĕ.

В. ЗАХАРОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники