Сĕт хакĕ ÿснĕ

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 03.10.2025, 15:46 Просмотров: 376

Статистика кăтартнă тăрăх, Чăваш Республикинче халăхран пуçтаракан сĕте хаклăрах хакпа туянма пуçланă. Сентябрьте пĕр литра вăтамран 25-27 тенкĕпе е пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 2 тенкĕ хаклăрах хакпа пуçтарнă.

Юлашки вăхăтра халăхран сĕт илекенсем сахалланнă, маларах республикипе пĕтĕмпе 297 предприниматель ку ĕçпе ĕçленĕ - тĕк, халĕ вара - 276. Усламçăсем уйрăмах Патăръел округĕнче нумай. Унта 42 предприниматель халăхран сĕт пухать, çав хушăрах Улатăр округĕнче вĕсем питĕ сахал - пурĕ те 5 çын çеç. Сĕт паракансем вара, тĕпрен илсен, хушма хуçалăхсен хуçисем е тивĕçлĕ канури çынсем.

«Выльăх-чĕрлĕх шутне ÿстерес тесен республикăра ĕнесем туянма, вĕсене пĕтĕлентерме тата ытти тĕллевпе субсидисем параççĕ. Пысăках мар хуçалăхсемшĕн çак пулăшу чăннипех те вырăнлă. Патшалăх пулăшни тата ĕнесен хуçисем тăрăшни сая каймасть - республикăра сĕт суса илесси ÿсет», – тесе пĕлтереççĕ Чăваш Ен Ялхуçалăх министерствинчен.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Праздники