Октябрĕн 1-мĕшĕнче эпир кашни çулах Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунне паллă тăватпăр. Çак уявпа кĕмĕл çулхи ветерансене хисеплеме тата пулăшма кирлине палăртатпăр.
Раççейри Социаллă фонд ватă çынсене патшалăх енчен тĕрлĕ пулăшу парать. Ватлăх кунĕсенче, вăйпитти çынна тата çемьене тăрантаракана çухатнă чухне фондăн чи пысăк пĕлтерĕ-шлĕ тĕллевĕсенчен пĕри вĕсене пенсипе тивĕçтересси пулса тăрать. Ватă çынсенчен нумайăшĕ тивĕçлĕ канăва тухсан та ĕçлеме пăрахмасть, общество пурнăçне хастар хутшăнать.
Раççейри Социаллă фондăн регионти уйрăмĕ урлă республикăра паян пурĕ 349 пине яхăн çын пенси илсе тăрать. 292 пенсионер ватлăха кура паракан страховани пенсийĕ илет.
Республикăра 57 пин ытла пенсионер çаплипех ĕçлет. 2025 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа вĕсем тĕлĕшпе пенсие индексацилемелли йĕркене çĕнетнĕ. Ĕçлемен пенсионерсемшĕн вăл пенси виçи мĕнле ÿсет, çавăн пек йĕркепех пулса пырать. Çавăнпа граждансен заявленипе ниçта та каймалла мар.
Паян кашни вуннăмĕш пенсионер 80 çултан иртнĕ, вĕсенчен 90 çын - 100 çул тултарнă, çав йышра - 11 арçын та 79 хĕрарăм. Чи ваттисем Вăрнар округĕнче пурăнакан пĕр хĕрарăм тата Етĕрне хулинчи арçын шутланаççĕ, кăçал вĕсем иккĕшĕ те 106 çул тултарнă. Палăртса хăварас пулать: 80 çул тултарсан е пĕрремĕш ушкăнри инвалид тесе йышăнсан тивĕçлĕ канури çынсен тÿлев виçи улшăнать. Сăмах кунта ватлăхри страховани пенсийĕ çумне хушса пама çирĕ-плетнĕ тÿлев виçи ÿсни çинчен пырать. 2025 çулта вăл 8907,7 тенкĕпе танлашать. Сакăрвуннăран иртсен пенсионер ăна икĕ хут пысăкрах виçепе - 17815,40 тенкĕ илсе тăма тытăнать.
Аслă ăру валли вăрăм та хастар ĕмĕре тытса пымалли, общество пурнăçне вăй çитнĕ таран хутшăнмалли условисем туса хурас тĕллевпе фонд 2023 çултанпа Клиентсен службисен никĕсĕсем çинче ватлăх енне сулăннă çынсене тĕл пулса калаçмалли центрсем уçать. Вĕсенче аслă ăру валли усăллă тĕлпулусем, лекцисем, уроксем, спорт мероприятийĕсем, компьютера алла илмелли, пенсипе финанс тĕлĕшĕнчен пĕлÿ шайне ÿстермелли занятисем ирттереççĕ. 2023 çултанпа çак центрсенче 3 пин ытла мероприяти иртнĕ, вĕсене 40 пин ытла çын хутшăннă.
Н. ЦЫПЛЕНКОВА.
Октябрь 2025 |