Чун чăтайманран

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 17.10.2025, 14:14 Просмотров: 18

42076

Шупашкарти «Каскад» суту-илÿ çуртĕ-нче вырнаçнă «Пехет» агромаркетра иртнĕ эрнере Чăваш Енĕн Ĕçлев министерствин кунĕсем пычĕç. Асăннă ведомствăна пăхăнса тăракан учрежденисем çавна май унта ăсталăх лаççисем йĕркелесе хăйсен пултарулăхне ыттисене алла илме пулăшрĕç.

Октябрĕн 9-мĕшĕнче Куславккаран килсе çитнĕ ватăсем мунчала çыхма вĕрентрĕç. Шупашкар хулинчи халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центра вăхăта хаваслă та усăллă ирттерме çÿрекен кинемейсем те куславккасемпе пĕрле мунчала çыхрĕç.

«Куславккари Надежда Чернова тата Валентина Субакаева тăрăшса вĕрентеççĕ те, чун чăтаймарĕ, эпĕ те çыхса пăхас терĕм»,- каласа кăтартрĕ Шупашкарти Людмила Сергеева хулари комплекслă центрăн пресс-службине.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники