Халăхсем нумай - çĕршыв пĕрре

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 17.10.2025, 14:15 Просмотров: 21

Ноябрĕн 1-8-мĕшĕсенче Раççейре тата чикĕ леш енчи çĕршывсенче «Пысăк этнографи диктанчĕ» ятпа вуннăмĕш çутĕç акцийĕ иртет. Чăваш Республикинче пурăнакансем унта çулсерен хастар хутшăнаççĕ. 2024 çулта, тĕслĕхрен, этнографие мĕнле ăнланнине 26 649 çын тĕрĕсленĕ.

Асăннă акци асаттесемпе асаннесен йăли-йĕркипе интересленме, юнашар пурăнакан халăхсен пурнăçĕпе кăсăкланма хавхалантарать. Пĕлÿпе ăстăн çеç тĕрлĕ наци çыннисене пĕр-пĕрне хисеплесе тата килĕ-штерсе пурăнма май парать.

Диктант икĕ форматпа иртет. Пĕрремĕшĕнчен, ăна Раççейри регионсенче тата СНГ çĕршывĕ-сенчи Вырăссен çурчĕсенче ятарласа йĕркеленĕ вырăнсенче çырма пулать. Çакă проекта пурнăçламашкăн пĕтĕм тĕнчипе хутшăнма май парать. Иккĕмĕшĕнчен, акцине çавăн пекех онлайн меслетпе те (Национальнаяполитика.рф) хутшăнма май пур. Вăл мĕнле иртнине кăçал декабрĕн 12-мĕшĕнче, Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн кунĕнче пĕтĕмлетеççĕ.

Чăваш Республикин Культура министерстви кăмăл тăвакансене пурне те Пĕтĕм Раççейри вуннăмĕш «Пысăк этнографи диктантне» хастар хутшăнма чĕнет.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники