Куславккапа Сĕнтĕрвăрринче причал тăвакана палăртма аукцион ирттересси пирки пĕлтернĕ. Контракт хакĕ - 945 миллион тенкĕ.Çак укçана республика бюджетĕнчен уйăрмалла. Причала 2027 çулхи ноябрь уйăхĕ ччен туса пĕтермелле.
Аса илтерер, Сĕнтĕрвăррипе Куславкка хулисенче причал тăвакана кăçал январь уйăхĕнчех палăртнăччĕ. Шупашкарти «СтройКрафт» компанипе республикăн Пĕрлехи заказчик служби контракта шăпах çавăн чухне алă пуснăччĕ. Кайран подрядчик контракта пăрахăçланă. Вăл ăнлантарнă тăрăх, заказчик хăйĕн çине илнĕ яваплăха пурнăçламан.
Сĕнтĕрвăрринчи причала тума 378,7 миллион тенкĕ кирлĕ. Ĕçе 2026 çулхи сентябрь уйăхĕ вĕçлениччен туса пĕтермелле тесе хыпарланăччĕ малтан.
Октябрь 2025 |