Пирĕн çамрăк талантсем ялта чи лайăххисем пулнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç. Çакăн пек ятпа республикăра иртнĕ пултарулăх ĕçĕсен тăваттăмĕш конкурсĕн итогĕсене Шупашкарта октябрĕн 17-мĕшĕнче пĕтĕмлетрĕç.
Чи нумай наградăна тивĕçнисем ку хутĕнче те Тĕрлемесри вăтам шкулта вĕренекенсем пулчĕç. «Социаллă сетьре пичетленнĕ хыпарсем» номинацире Юлия Овчинникова - пĕрремĕш, Влада Чамеева икĕмĕш вырăн йышăнчĕç. «Илемлĕ сăмах» тĕлĕшпе вара Полина Семенова, Юлия Овчинникова, Тимофей Чаркин (виççĕшĕн те пĕрремĕш вырăн), Арслан Саперовпа Ева Никитина (иккĕмĕш), Ярослава Демьянова (виççĕмĕш вырăн) палăрчĕç. «АгроПроДвижение» номинацире 4-мĕш класра вĕренекенсен медиастудийĕн ĕçĕ çĕнтерчĕ.
Пирĕн çамрăк талантсем тата 2 номинацире палăрчĕç. Хулари 2-мĕш вăтам шкулти «Веселые девчата» ансамбль юрă юрласа иккĕмĕш вырăна тухрĕ, Елчĕкри вăтам шкулти ачасем кĕске вăхăтлăха çÿрекен ушкăнри Ульяна Михайловăпа Куславккари «Пчелка» ача садĕнчи Ольга Семенова «Ÿкерчĕк» номинацире 3-мĕш вырăнсем йышăнчĕç.
«Ялта чи лайăххисем» - питĕ чаплă конкурс, вăл ачасене хăйсен талантне кăтартса пама, тантăшĕсене ялта пурăнма чăннипех те лайăххине туйса илме пулăшать.
О. МИХАЙЛОВА.
Октябрь 2025 |
