Ятарлă çар операцине хутшăннă, демобилизаци йĕркипе киле таврăннă салтаксем Раççейри Социаллă фонда пăхăнса тăракан центрсенче, санаторисемпе курортсенче хăйсен сывлăхне çирĕплетме пултараççĕ. СФРăн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ СВОра пулнă çар çыннисене сиплев тапхăрĕнче май килнĕ таран пулăшса тăрать.
Санаторисемпе курортсенче вĕсем 21 кун таран пулма пултараççĕ, медицинăпа çыхăннă реабилитаци вăхăчĕ çар служащийĕ мĕнле суранланнинчен (мĕнпе чирленинчен), врачсен йышăнăвĕнчен килет. Санаторисемпе курортсенче çулталăкра пĕр хутчен сипленме юрать.
Çакăн пек пулăшупа усă курас тесен вĕсен ветеран пулнине тата хирĕçтăрăва хутшăннине çирĕплетекен удостоверени пулмалла, заявленипе пĕрле 057/у-04 формăллă направлени те кирлĕ. Санаторисемпе курортсенче сипленме кăмăл тăвакансен 070/у формăллă справка тата реабилитаци центрне вырнаçма санаторипе курорт картти (ăна харпăр хăй пурăнакан вырăнти медицина учрежденийĕнче илме пулать) тăратмалла. СВОра Раççей Геройĕн ятне илнĕ е пĕрремĕш ушкăнри инвалид тесе йышăннă çар служащийĕсене Социаллă фондăн реабилитаци центрĕсене черетсĕрех сипленме яраççĕ.
Реабилитаци валли паракан пулăшупа туллин усă курма пултарччăр тесе ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсене центра çитнипе тата килĕсене каялла таврăннипе пулакан тăкаксене саплаштарма пăхнă. Çав укçана илес тесен вĕсен заявлени çырса памалла, унпа пĕрле çул çинчи тăкаксене çирĕплетекен документсем тăратмалла. Палăртас пулать, сипленмелли вырăна мĕнле транспортпа - поездпа, самолетпа, автобуспа, шыв транспорчĕпе е харпăр хăй машинипе - çитнине шута илмесĕрех тăкака саплаштараççĕ.
Реабилитаци центрĕсенче сипленессипе çыхăннă заявление Раççейри Социаллă фондăн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн клиент службисенче 2025 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен тытăнса Патшалăх пулăшăвĕсен тата муниципаллă пулăшусен Пĕрлехи порталĕнче пама пулать. Çав заявление специалистсем 2 ĕç кунĕ хушшинче пăхса тухаççĕ, тесе пĕлтерет Раççейри Социаллă фондăн Чăваш Енри уйрăмĕн пресс-служби.
Октябрь 2025 |